Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
22 Апрелӗн 2022, 14:54

Юлашки çула ăсатаççĕ

Район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов хурлахлă хыпар пирки пĕлтернĕ.  

Юлашки çула ăсатаççĕ
Юлашки çула ăсатаççĕ

 

Район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов хурлахлă хыпар пирки пĕлтернĕ.

«Виҫӗмкун эпир хурлӑхлӑ хыпар илтӗмӗр, ҫав хыпара илтсенех чӗрем тапма чарӑнать. Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен спецоперацине ирттернӗ май 2022 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче пирӗн ентеш, Тулубай ялӗнче ҫуралнӑскер, контракт службин ефрейторӗ Аллаяров Фадис Фанзилевич пуçне хунă. Фадис Фанзилевичӑн тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чĕререн хурланнине пĕлтеретĕп. Пирӗн район ҫыннисем пурте йывăр хуйха пайлаççĕ! Ӗмӗр-ӗмӗр мухтав та ҫутӑ астăвӑм! Ҫывӑх ҫынсемпе пӗрле хурланатпӑр.

Траур митингӗ Фадис Алляровпа сывпуллашни шӑматкун, 2022 ҫулхи апрелӗн 23-мӗшӗнче, Пишпÿлекри Культура керменӗ умӗнчи площадкӑра пулӗ. Митинг 11:00 сехетре пуçланать.

Пирӗн пӗтӗмӗшле ҫухатӑва пайлакансене пурне те героя юлашки ҫула ӑсатма чӗнетпӗр".

Сăнÿкерчĕкĕ: район администраци пуçлăхĕн Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Юлашки çула ăсатаççĕ
Юлашки çула ăсатаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: