Раҫҫейре июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ЖКХ пулӑшӑвӗн тарифӗсем вӑтамран 4 процент ӳсӗҫ, - пӗлтерет ТАСС РФ строительствӑпа ЖКХ министрӗн çумĕ Алексей Ересько каланине тĕпе хурса.
"ЖКХ пулӑшӑвӗн тарифӗсем ҫулталӑкра пӗрре — июлӗн 1-мӗшӗнчен улшӑнаҫҫӗ. Хӑй енчен, коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн граждансем палӑртнӑ чи пысăк индекссенчен ҫӳлерех тӳлекен тӳлев виҫине ӳстерме юрамасть. 2022 ҫул валли тарифсене РФ правительствин 30.10.2021 3073-р номерлă распоряженийӗпе ҫирӗплетнӗ — кӑҫал ҫӗршыври индекса улӑштарни вӑтамран 4 процента ҫитет", - палӑртнӑ вӑл.
РФ строительство министерствинче ҫавӑн пекех 2022 ҫулта коммуналлӑ пулӑшу ӗҫӗсемшӗн вӑхӑтсӑр тӳленӗшӗн пени пуҫламалли условисене улӑштарнине аса илтернӗ. Сӑмахран, ҫӗршыв правительстви Тĕп банк ставкине 9,5 процент шайӗнче штраф санкцийӗсен виҫипе усӑ куракан ЦБ ставкине пичетленӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.