+1 °С
Уҫҫӑнах
Иваново хулинчи усламҫӑ туса кӑларнӑ "Премиум" ятлӑ студеньри натри нитричӗпе Мускаври, Архангельск, Волгоград, Ярославль облаҫӗсенчи ҫынсем наркӑмӑшланнӑ. Хӑшӗ-пӗри - вилмеллех.
ПР Роспотребнадзор халăха асăрханулла пулма ыйтать.
Россельхознадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак студене Чӑваш Енре те тупса палӑртнӑ. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тата 29-мӗшӗнче, ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче туса кӑларнӑ партие Шупашкар тата Канаш районне илсе килнӗ. Апла асӑрханмалла.