Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
20 Майӑн 2022, 21:31

Саккӑрмӗш гуманитари конвойӗ паян Пушкӑртран Донбаса тухнă

Хальхинче Пушкӑрт Луганска асфальт-бетон заводне янă.

Саккӑрмӗш гуманитари конвойӗ паян Пушкӑртран Донбаса тухнă
Саккӑрмӗш гуманитари конвойӗ паян Пушкӑртран Донбаса тухнă

Хальхинче Пушкӑрт Луганска асфальт-бетон заводне янă, ӑна малтан пайӑн-пайӑн пайласа сÿтнĕ, турттарма тата специалистсен бригадине хатӗрленĕ. Паянхи колоннӑра Красный Луч хула инфратытӑмне юсама пулӑшакан 18 единица техника .
– Малти ушкăнра та пирӗн специалистсем строительство енӗпе тухса кайрӗҫ, вӗсем юсама тивекен объектсене хаклаҫҫӗ. Асфальт-бетон завочӗ ҫул-йӗр инфратытӑмне тӑвас ӗҫе лайӑх хӑвӑртлӑхпа туса пыма май парать, – палӑртнă Пушкăртстан Пуçлăхĕн администрацийĕн ертÿçи Максим Забелин.
Пушкӑрт ӗнтӗ Донбаса 800 тонна ытла гуманитари пулӑшӑвӗ янине палӑртнӑ.
– Унта шкул автобусӗсене, медицина техникине пама планлатпӑр, малашне те халӑха медицина пулӑшӑвӗ паратпӑр, строительствӑпа ЖКХ сферинче пысӑк ӗҫ пулать, ытти грузсене те ДНР тата ЛНР кирлӗ пулнине кура ӑсататпӑр. Республикӑра пурӑнакансен пурне те вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн тата "Эпир хамӑрӑннисене пӑрахмастпӑр" принциппа пăхăнса пынӑшӑн тата тепӗр хут тав тӑвас килет, – терӗ Максим Забелин.
"МГ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: "Башинформ" ИА.

Саккӑрмӗш гуманитари конвойӗ паян Пушкӑртран Донбаса тухнă
Саккӑрмӗш гуманитари конвойӗ паян Пушкӑртран Донбаса тухнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: