+24 °С
Дождь


Ырă çынсене тав тăваççĕ.
Калинин ял советĕнчи Петровка ялӗнче хӗлӗпех шыв пулмарĕ. Эпир сӑлтавне шырарӑмӑр, анчах юр нумай пулнă пирки нимӗн те тупаймарӑмӑр. Ҫак кунсенче Павел Андреев, Вячеслав, Светлана тата Владимир Гусаровсем, Эльвира Вальмухаметова, Леонид Ефремов ҫӑл чавма тытӑнчӗҫ. Сивӗ ҫумӑрсемпе ҫил пулсан та, виҫӗ кун хушшинче вӗсем проблемӑна сирсе ячĕç.
Ӗҫленӗшӗн чӗререн тав тӑватӑп, тинех пирӗн шыв пулчӗ. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунатӑп. Çĕре çити пуç таятăп сире!
Анатолий СЕРГЕЕВ,
Петровка ялĕ.