Уйрӑм предпринимательсем Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансен палӑкӗ умне йывӑҫ лартнӑ.
Ырӑ шухӑша пӗлтӗртенпех Хушăлкара ҫуралса ӳснӗ Анатолий Герасимов, халӗ райцентрта пурӑнаканскер тата тӑван яла тирпейлес тӗлӗшпе мӗнле те пулин ырӑ ӗҫ тума тӑрӑшаканскер, хӗтӗртнӗ. Ҫав асран кайми сӑваплӑ вырӑнта вӑл каска тӑхӑннӑ, винтовкине хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ Салтак постаменчӗ умне плиткӑсем хунă, майӑн 9-мӗшӗнче кунӗпех ялкӑшакан пилӗк кӗтеслӗ ҫӑлтӑр формине вырнаҫтарнă.
Халӗ вӑл Пелепейрен вунă пилӗк ҫулхи кӑвак чӑрӑш илсе килнӗ. Унтан Хушăлкари уйрӑм предпринимательсемпе пӗрле воскресник ҫинчен калаҫса татӑлнă. Предприниматель кунӗ ячӗпе вӗсем тӑван ялӑн асран кайми вырӑнӗнче туслӑн ӗҫленĕ, чăрăшсем лартнă.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнӳкерчӗкӗ: уçă çăлкуçран.