Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
31 Майӑн 2022, 09:55

Пушкăртстан йышлă халăх пурăнакан регион

Кун пирки халăх ҫыравĕн малтанхи итогӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ.  

Пушкăртстан йышлă халăх пурăнакан регион
Пушкăртстан йышлă халăх пурăнакан регион

Халӑх çыравӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Пушкӑртстан ҫӗршыври регионсен хушшинче халăх хисепӗпе ҫиччӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Кун ҫинчен "Башинформ" агентстви пӗлтерет.

Республикӑра 4 миллион та 091 пин ҫын пурӑнать. ПФО субъекчӗсем хушшинче — чи пысӑк кӑтарту. Мускав (13 миллион ҫын) списока ертсе пырать. Пушкăртстанра хула ҫыннисем — 2,5 млн ҫын, 1,5 млн — ял ҫыннисем.

"Ку начар мар цифрӑсем, — тенӗ правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. — Эпир юлашки ик-виҫӗ ҫул хушшинче миграци юхӑмӗсем улшӑннине уҫӑмлӑн ҫырса пыратпӑр. Пирӗн ӗҫ миграцийӗн лайӑх сальдо. Нумай ҫулсем хушшинче пирӗн пирвайхи хут икӗ пин ытла студент пирӗн пата вӗренме килме пуҫлани пулса иртрӗ".

Халăх çыравĕн тӗп итогӗсем ҫулталӑк вӗҫнелле пулĕҫ.

МИХ информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Е. Соколов.

Пушкăртстан йышлă халăх пурăнакан регион
Пушкăртстан йышлă халăх пурăнакан регион
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: