Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
10 Июнӗн 2022, 22:03

Велосипедпа тата самокатпа ҫӳренĕ чухне ПДД тимле

Кистенлĕри вăтам шкулта вӗренекенсемпе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен калаҫу ирттернĕ.

Велосипедпа тата самокатпа ҫӳренĕ чухне ПДД тимле
Велосипедпа тата самокатпа ҫӳренĕ чухне ПДД тимле

"Тимлӗр - ачасем!" профилактика мероприятийӗсен шайӗнче Кистенлĕри вăтам шкулта вӗренекенсемпе ҫул-йӗр правилисем ҫинчен калаҫу ирттернĕ. Ҫуллахи вӑхӑт ҫитнине пула ачасем пурте пушӑ вӑхӑтра велосипедсемпе тата самокатсемпе ярӑнаççĕ.
Пысӑккисемпе ачасем самокатсемпе тата велосипедсемпе ярӑннӑ чухне ҫул-йӗр Правилисене ҫирӗп тытса пымаллине асӑрхаччӑр тесе, "Велосипедпа тата самокатпа ҫӳренĕ чухне ПДД тимле!" калаçу ирттернĕ. Темăпа фотозонӑсем, плакатсем, буклетсем, памяткăсем туса хатĕрленнĕ.
Информаци материалӗсене салатса, лозунгсене каласа тата велосипедсемпе самокатсене кӑтартса, ачасем урамри активлӑ кану сезонӗ пуҫланнине, апла пулсан ҫамрӑк велосипедистсем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсем тата водительсем уйрӑмах тимлӗ пулмаллине ӑнланнă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Кистенлĕри вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

Велосипедпа тата самокатпа ҫӳренĕ чухне ПДД тимле
Велосипедпа тата самокатпа ҫӳренĕ чухне ПДД тимле
Велосипедпа тата самокатпа ҫӳренĕ чухне ПДД тимле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: