Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
18 Июнӗн 2022, 19:34

Раççейри ГИБДД водитель правине илес условисене улăштарасшăн

Çакăн çинчекн калакан документăн проектне хатӗрлени çинчен Питӗрти халăхсем хушшинчи экономика форумӗнче ведомство начальникӗн çумӗ Олег Понарьин ăнлантарса панă.  

«Пирӗн профильлӗ подразделени хатӗрлекен улшăнусене тӗрлӗ шайра сӳтсе яватпăр, çав шутра автомобилистсен пӗрлешӗвӗсемпе те. Çавăнпа та документ хатӗр тесе калама иртерех-ха. Ман шутпа кăçал куçăмсем пулмаллах», – тесе пӗлтернӗ ГИБДД представителӗ.

Закон проектне Патшалăх Думи йышăнсан, улшăнусем 2023 çулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен вăя кӗрӗç. Хатӗрлекен документ тăрăх ӳсӗрле руль умне ларакансене суд йышăнăвӗ хыççăн çулталăк тăршшӗ ГИБДД-ра экзамен пама чарӗç. Ытти çӗршывсен гражданӗсем Раççей паспортне е пурăнмалли вид илнӗ хыççăн çулталăкран ют çӗршывра илнӗ водитель удостоверенине пирӗннипе улăштарма тивӗç пулаççӗ.

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/racceyri-gibdd-voditel-pravine-iles-uslovisene-ulashtarasshan

Раççейри ГИБДД водитель правине илес условисене улăштарасшăн
Раççейри ГИБДД водитель правине илес условисене улăштарасшăн
Автор:
Читайте нас: