"Пушкӑртстан Пуҫлӑхне тата республикӑри общественность Уфари Спорт гимнастикин центрне манӑн ята пама йышӑннӑшӑн тав тӑвас тетӗп. Ку шанӑҫ тата пысӑк яваплӑх. Анчах эпӗ яваплăха хам çине илме хӑнӑхнă. Спорт гимнастики республикӑра усӑллӑ та интереслӗ пултӑр тесе, мӗн май килнӗ таран пурне те тӑватӑп. Пирӗн ачасем Раççейре пурте талантлӑ та ӑслӑ, анчах пирӗн ҫитӗннисем вӗсене хӑйсен пултарулӑхне уҫса пама пулӑшмалла. Пирӗн ачасем пирӗнтен лайӑхрах", - палӑртрӗ Светлана Хоркина журналистсемпе калаҫнӑ чухне республика минспорчӗн килӗшӗвне алӑ пуснӑ хыҫҫӑн.
Журналистсем эмоциллӗ историе аса илчӗҫ: Центра техникӑлла уҫнӑ чухне пирӗн ҫамрӑк гимнастика Даша Крутько макӑрса ярсан, Олимп чемпионки помост ҫине чупса тухнă те ӑна лӑплантарнă.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.