Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
24 Июнӗн 2022, 14:02

Уфара медицина ĕçченĕсен парачĕ иртнĕ

Колонна пуҫламӑшӗнче сывлӑх сыхлавӗн ӗҫ династийӗсен ветеранӗсемпе представителӗсем пыраҫҫӗ.

Уфара медицина ĕçченĕсен парачĕ иртнĕ
Уфара медицина ĕçченĕсен парачĕ иртнĕ


Паян Уфара професси уявне халалласа медицина ӗҫченӗсен парачӗ пулчӗ. Врачсем, медсестрасем, фельдшерсем Валиди урамӗпе "Торатау" конгресс-холл патне ҫитиех медицина организацийӗсен символикисемпе ялавӗсене ҫакса иртнĕ. Колонна пуҫламӑшӗнче сывлӑх сыхлавӗн ӗҫ династийӗсен ветеранӗсемпе представителӗсем пыраҫҫӗ.
Паянхи кун Пушкӑртстанри Сывлӑх сыхлав министерствин системин медицина организацийӗсенче 78,5 пин ҫын ӗҫлет, ҫав шутра 14 289 врач тата 36 916 вӑтам медицина ӗҫченӗ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.

Уфара медицина ĕçченĕсен парачĕ иртнĕ
Уфара медицина ĕçченĕсен парачĕ иртнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: