

Республика пуҫару бюджечӗн механизмӗсене аталантарас енӗпе ҫӗршыври малта пыракансенчен пӗри шутланать, палӑртнӑ правительство ларӑвӗнче премьер-министр Андрей Назаров.
Ҫичӗ модель пурнӑҫланать: вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программа, «Реальные дела», «Наше село», «Башкирские дворики», «Доходогенерирующие проекты в сельском хозяйстве» проектсем, ҫавӑн пекех шкул ачисен пуҫарӑвӗпе тата универсари сетьне аталантарас енӗпе калакан проектсем.
— Чи пысӑк практика — вырӑнти пуҫарусене пулӑшу памалли программа. Ҫичӗ ҫул хушшинче 3,5 пин ытла проекта пурнӑҫланӑ. Муниципалитетсенчен унӑн укҫине ӳстерме ыйтнисем тӑтӑшах пыраҫҫӗ. Кӑҫал республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров йышӑннипе 2022 ҫулхи конкурсра ҫӗнтернӗ проектсене софинансласси 100 млн тенкӗпе танлашнӑ. ПР бюджетӗнчен субсидисен пӗтӗмӗшле сумми 500 млн тенкӗпе танлашать, — палӑртрӗ Андрей Назаров.
Кӑҫалхи конкурса пурӗ 1 пин те 143 заявка килнӗ, суйлава 1 пин те 125 заявка кĕртнĕ. Ҫӗнтерӳҫӗсем тесе 645 проекта йышӑннӑ.
— Пӗтӗм ҫӑлкуҫран ҫӗнтерӳҫӗсен проекчӗсене укҫа-тенкӗ уйӑрма 730 млн тенкӗ яма палӑртнӑ. Пӗр проектӑн вӑтам хакӗ 1 млн 132 пин тенкӗпе танлашать, — палӑртнӑ финанс министрӗ Лира Игтисамова.
https://resbash.ru информацийĕпе.