Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
29 Июнӗн 2022, 22:07

Пушкӑртстанри 44 спортсмен Сочире паралимпиецсен Ҫуллахи вӑййине хатӗрленеҫҫӗ

Ытти ҫӗршывсенчи спортсменсене — ШОС, БРИКС тата СНГ хутшӑнӑвӗсене йӗркелес енӗпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.

Пушкӑртстанри 44 спортсмен Сочире паралимпиецсен Ҫуллахи вӑййине хатӗрленеҫҫӗ
Пушкӑртстанри 44 спортсмен Сочире паралимпиецсен Ҫуллахи вӑййине хатӗрленеҫҫӗ

Сочире октябрӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа 9-мӗшĕччен иртекен "Мы вместе. Спорт" паралимпиецсен ҫуллахи вӑййисенче Пушкӑртстанăн 44 спортсменĕ Республика чысне хÿтĕлĕç.
Пирӗн спортсменсене пилӗк тӗсре палӑртнă — ҫӑмӑл атлетика, ишев, сӗтел ҫинчи теннис, коляскӑсемпе фехтовани, велоспорт.
Пушкӑртстан спортсменӗсем вӑййа хастар хатӗрленеҫҫӗ, анчах РФ Паралимп комитетӗнче татӑклӑ йышӑну юлать. Унӑн Раҫҫейри ӑмӑртусене кам конкретлӑ кӗрессине татса памалла.
Раҫҫей вице-премьерӗ Дмитрий Чернышенко каланӑ тӑрӑх, паралимпиецсен ҫуллахи вӑййисем «Мы вместе. Спорт» юхӑм эгиди айӗнче иртекен тата тепӗр пысӑк ӑмӑрту пулса тӑрӗҫ. Ҫуллахи вӑйӑсене Сочире 850 ытла спортсмен, ҫав шутра 150 ытла спортсмен — Белорусси, Армени тата Туркменистан представителӗсем хутшӑнма палӑртаҫҫӗ. Ытти ҫӗршывсенчи спортсменсене — ШОС, БРИКС тата СНГ хутшӑнӑвӗсене йӗркелес енӗпе пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ.


"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанри 44 спортсмен Сочире паралимпиецсен Ҫуллахи вӑййине хатӗрленеҫҫӗ
Пушкӑртстанри 44 спортсмен Сочире паралимпиецсен Ҫуллахи вӑййине хатӗрленеҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: