Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Июлӗн 2022, 21:05

Пушкӑртстанра вӗренӳ учрежденийӗсенче патшалӑх ялавӗсене ҫӗклемелли процедурӑна ҫирӗплетнӗ

Депутатсем саккун проектне ырланӑ.

Пушкӑртстанра вӗренӳ учрежденийӗсенче патшалӑх ялавӗсене ҫӗклемелли процедурӑна ҫирӗплетнӗ
Пушкӑртстанра вӗренӳ учрежденийӗсенче патшалӑх ялавӗсене ҫӗклемелли процедурӑна ҫирӗплетнӗ

ПР Патшалӑх Пухăвĕн депутачӗсем пленум ларӑвӗнче "Пушкӑртстан Республикин патшалӑх символики ҫинчен" саккунӑн 8 тата 18 статйисене улшӑнусем кӗртекен саккун проектне пӗтӗмӗшпех ырланӑ.
Асӑннӑ саккун проектне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗрремӗш кунӗнче тата ытти чаплӑ мероприятисенче РФ патшалӑх ялавне тата ПР патшалӑх ялавне ҫӗклемелли процедурӑна палӑртать.
Ялава чаплӑн ҫӗкленӗ чухне малтан Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх гимнне, унтан Пушкӑртстан Республикин гимнне пурнӑҫламаллине саккунпа ҫирӗплетнӗ. Депутатсем саккун проектне ырланӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра вӗренӳ учрежденийӗсенче патшалӑх ялавӗсене ҫӗклемелли процедурӑна ҫирӗплетнӗ
Пушкӑртстанра вӗренӳ учрежденийӗсенче патшалӑх ялавӗсене ҫӗклемелли процедурӑна ҫирӗплетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: