Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
1 Июлӗн 2022, 12:34

Железноводск студенчĕсем Аитри музейре пулнă

Железноводск студенчĕсем пирĕн районта туслă çулçÿреве килсе çитнĕ.

Железноводск студенчĕсем Аитри музейре пулнă
Железноводск студенчĕсем Аитри музейре пулнă

Ачасене тата вĕсен ертÿçине тулăх программа кĕтет. Çав шутра Дема шывĕпе кимĕсемпе анасси, Пишпÿлек районĕнчи çичĕ асамлă вырăнта пуласси тата ытти те. Ачасем Аитра хăна çуртĕнче пурăнаççĕ.

- Паян Аитри Фатих Карим музейĕнче Железноводскри художествăпа строительство техникумӗнчи студентсен ушкӑнӗ хӑйӗн руководителӗсемпе килчӗ. Вӗсем валли музей тӑрӑх паллашу экскурсийӗ ирттернӗ. Мӗн илтнине пурне те "Фатих Карим - поэт, писатель, патриот" кӗске ролик пăхнипе ҫирӗплетнӗ, - пĕлтерет музей заведующийĕ Райса Хафизова.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Аитри Фатих Карим музейĕн социаллă сетьри страницинчен.

Железноводск студенчĕсем Аитри музейре пулнă
Железноводск студенчĕсем Аитри музейре пулнă
Железноводск студенчĕсем Аитри музейре пулнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: