Çутă çул
0 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Июлӗн 2022, 20:39

Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанри спорт шкулӗсен тренерӗсене орденсемпе, медальсемпе наградӑланă

#владимирпутин

РФ Президенчӗн указӗпе Пушкӑртстанри спорт шкулӗсен ертӳҫисене XXXII Олимпиадӑпа 2020 ҫулхи ҫуллахи XVI Паралимп вӑййисенче пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ спортсменсене ӑнӑҫлӑ хатӗрленӗшӗн орденсемпе тата медальсемпе наградӑланӑ.
Туслӑх орденӗпе: Уфари 31-мӗш номерлӗ спорт шкулӗн тренерне Ольга Байракована; "Салаватинвест" ООО ишме вӗрентекен тренер-преподавательне Фаниль Кираева; ПР паралимп резервӗн адаптивлӑ спорт шкулĕн адаптивлӑ физкультура енӗпе ӗҫлекен тренер-преподавательсене Гузель Тверякована, Сергей Трухачева, Халил Шаммасова наградӑланӑ.
"Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" I степень орденӑн медалӗсене: Уфари олимп резервӗн спорт шкулӗн фехтовани енӗпе ӗҫлекен директорне Лира Грушинана ; "Урал" Профессионаллă спорт волейбол клубӗ" АНО тӗп тренерне Игорь Шулепова палăртнă.
"Тӑван Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орденӑн II степеньлӗ медалĕпе: Уфари олимп резервӗн спорт шкулӗн тренерне Фарит Арсланова; ҫӑмӑл атлетика енӗпе 21-мӗш номерлӗ олимп резервӗн спорт шкулӗн тренерне Борис Афанасьева; Стерлитамакри 2-мĕш ДЮСШ директорне Александр Живаева наградӑланӑ.
"Башинформ" информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: kremlin.ru.

Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанри спорт шкулӗсен тренерӗсене орденсемпе, медальсемпе наградӑланă
Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанри спорт шкулӗсен тренерӗсене орденсемпе, медальсемпе наградӑланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: