Пушкӑртра Минигали Шаймуратов ячӗллӗ доброволецсен батальонне йӗркелесси вӗҫленет. Ӑна тӑвас пуҫару ҫар службин ветеранӗсен республикӑри обществӑлла организацийӗн шутланать. Вӗсенчен пӗри, «Ветераны морской пехоты и спецназа ВМФ РБ» ертÿçи Алик Камалетдинов республикӑра пурӑнакансенчен нумайӑшӗ тав туни ҫинчен каласа панă. Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснӗ ытти ветерансем, патриотсем — общественниксемпе доброволецсем пӗр ҫар стройне пухас шухӑша Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗн шайӗнче службӑна ирттерме контракт тума палӑртнӑскерсем, шухăша ырланă.
Шаймуратов ячӗллӗ батальонри боецсене Пушкӑртстан ялавне ҫакнӑ шевронран палласа пулать.
"Ку пирӗн принциплӑ решени пулчӗ. Эпир хамӑр республика чысне хÿтĕленĕшĕн тата унӑн формине çакнашкал ялав илемлетнӗшӗн мăнаçланатпӑр", — тенӗ Камалетдинов.
Боецсем валли кирлӗ формӑсӑр пуҫне, квадрокоптерсем, тепловизорсем, ҫӗрлехи прицелсемпе радиостанцисем тата ҫар хатӗрӗсенчен кирлӗ ытти нумай япаласем туяннӑ. "Шаймуратовецсенчен" нумайӑшӗн чăн ҫапӑҫу опычӗ пур, вĕсенчен чылайăшĕ "хӗрӳ точкăсен" тата чӑн-чӑн ҫапӑҫу операцийӗсен ветеранӗсем шутланаҫҫӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Валерий Шахов.