-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑртра 2022 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне, Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗн юлашки пӗтӗмлетӗвӗсене шута илмесӗр, 4 млн ытла ҫын шутланнӑ. Вӗсенчен 2,121 млн яхӑн хӗрарӑм тата 1,881 млн яхӑн арҫын. Халӑхӑн пӗтӗмӗшле хисепӗнчен ку тивӗҫлӗн 53 тата 47 процент. Кун пек даннӑйсене регион статистики илсе кӑтартать.
Башстат информацийӗ тӑрӑх, ӗҫлеме пултаракан ҫулсенчен ҫамрӑкрах ÿсĕмри халӑх йышӗ республикӑра 816,4 пин ҫынран та иртнӗ. Вӗсенчен 419 пин ытла - арҫын ачасемпе яш ачасем, 397,3 пин ытла - хӗрачасемпе хӗрсем.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.