Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2022, 17:43

Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанăн ҫыннисене тава тивӗҫлӗ патшалӑх наградисемпе палӑртнă

#владимирпутин

Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанăн ҫыннисене тава тивӗҫлӗ патшалӑх наградисемпе палӑртнă
Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанăн ҫыннисене тава тивӗҫлӗ патшалӑх наградисемпе палӑртнă

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗн "Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх наградисене наградӑласси çинчен" 456-мĕш номерлĕ указӗпе Пушкӑртстан ҫыннисене медальпе тата хисеплӗ ятсемпе палӑртнӑ. Документа право информацийӗн официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
"Раҫҫей Федерацийӗн Тава тивӗҫлӗ артисчӗ" хисеплӗ ята Сибайри Арслан Мубаряков ячĕллĕ патшалӑх пушкӑрт драма театрӗн артистне Риф Сайфуллина панӑ. "Газпром Трансгаз Уфа" ООО генеральнӑй директорӗн заместительне Павел Романенкова ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн II степеньлӗ "Тӑван çӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медалӗпе наградӑланӑ, "Башнефтегеофизика" АО малта пыракан геофизикĕ Альберт Ислакаев нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн "РФ нефть тата газ промышленноҫӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" ята тивӗҫнӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.


Сăнӳкерчӗкĕ: Раҫҫей Президенчӗн сайчӗ.

Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанăн ҫыннисене тава тивӗҫлӗ патшалӑх наградисемпе палӑртнă
Раҫҫей Президенчӗ Пушкӑртстанăн ҫыннисене тава тивӗҫлӗ патшалӑх наградисемпе палӑртнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: