Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров муниципалитетсене доброволецсен батальонĕсен ҫемйисене пур майпа та пулӑшу пама хушрӗ. Республикӑри хуласемпе районсен пуҫлӑхӗсене тивӗҫлӗ ӗҫ хушнипе вӑл ЦУРта, правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче каланӑ.
Аса илтеретпӗр, доброволецсенчен генерал Шаймуратов ячӗллӗ пӗрремӗш батальон пӗр эрне ҫурӑ каялла Донбаса кайнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ ячӗллĕ доброволецсен пушкӑрт мотострелковӑй батальонне июлӗн 14-мӗшӗнче ҫар слаживанине янӑ.
"Десантниксем ыйтрӗҫ, чӗнӳ пулчӗ, эпир каллех 300 ытла çын пухрӑмӑр, Александр Доставалов ячӗллӗ доброволецсен иккӗмӗш батальонӗ турӑмӑр. Вӑл та çар слаживанине кайма тухнӑ. Питӗ ҫирӗп ачасем, — палӑртрӗ Радий Хабиров. — Муниципалитетӑн кашни пуҫлӑхӗ ҫак батальонсене кайнӑ кашни ҫыннăн ятне-хушаматне пĕлме тивӗҫлӗ. Унӑн ҫемйинчи лару-тăрăвне, унта мӗн пулса иртнине тата ытти те пӗлмелле. Ку ачасем тивӗҫе пурнӑҫлаҫҫӗ. Вӗсем пирӗн Пушкӑртстан чысне хÿтĕлеҫҫӗ. Пирӗн те вӗсене пулӑшмалла. Вӗсем кӗрешӗвӗн малти крайӗнче, ҫавӑнпа та вӗсем ҫине тимлӗн пӑхас пулать. Тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн ан пӑшӑрханччӑр тесе, эпир пулӑшма пултаракан кирек мӗнле пулӑшу та илмелле. Çамрăксене — пуҫ таятӑп, пысӑк тавтапуҫ".
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.