Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Общество
18 Июлӗн 2022, 13:01

Шаран районӗнче "Ҫӗр çырли крайӗ" гастрономи фестивалӗ иртӗ

Мероприяти июлӗн 23-мӗшӗнче Шаран ялӗн тӗп площадӗнче пулӗ.  

Пушкӑртстанри Шаран районӗнче "Ҫӗр çырли крайӗ" гастрономи фестивалӗ иртӗ.

Мероприяти июлӗн 23-мӗшӗнче Шаран ялӗн тӗп площадӗнче пулӗ.

Хӑнасене концерт программи, конкурссем, фотозона, ҫӗр ҫырли тата ытти ҫырла ярмăркки кӗтет. Кун пирки Шаран район администрацийӗнче пӗлтернӗ.

Хальхи вӑхӑтра Шаран районӗнче ҫырла туса илессипе 15 предпринимательпе 200 ытла хушма хуҫалӑх ӗҫлеҫҫӗ, 36 сорт ҫырла акса тӑваҫҫӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 5 тонна ытла çырла пухнӑ.

«Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: архивран.

Шаран районӗнче "Ҫӗр çырли крайӗ" гастрономи фестивалӗ иртӗ
Шаран районӗнче "Ҫӗр çырли крайӗ" гастрономи фестивалӗ иртӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: