Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Июлӗн 2022, 14:53

Пермьре Уфа делегацине фасадӑсене юсама тата йытӑсене тытма вӗрентнӗ

Пермь те, Уфа пекех, юбилей палӑртма хатӗрленет.

Пермьре Уфа делегацине фасадӑсене юсама тата йытӑсене тытма вӗрентнӗ
Пермьре Уфа делегацине фасадӑсене юсама тата йытӑсене тытма вӗрентнӗ

Кӳршӗри регионӑн интереслĕ практикисемпе, тӗп хулари влаҫсем опыт илме шут тытнӑскерсемпе, Уфа администрацийӗн пуçлăхĕн çумĕ Денис Ганиев оперативлӑ канашлура паллаштарнӑ.

Пермь те, Уфа пекех, юбилей палӑртма хатӗрленет — хулана никӗсленӗренпе 300 ҫул ҫитнине. Ку кун тӗлне унта 40 общество лаптӑкне юсаса ҫӗнетме тата 85 ҫурт фасадне юсама палӑртнӑ. Ҫакна тума пермяксем комплекслӑ – фасадран пуҫласа фасад таран шутлаҫҫӗ, — ӑнлантарнă вице-мэр.

Тепӗр интереслӗ опыт — йытӑсене тытасси. Вӗсене усрама Пермьре 500 чӗрчун валли хальхи икӗ питомник туса лартнӑ. Ҫакӑ вара хӑйӗн результатне панӑ: паян хула урамӗсенче йытӑсене икӗ хут сахалтарах тытнӑ.

Пермьре НКО формипе 106 ТОС йӗркеленӗ, ҫав шутра вӗсем валли тӗрлӗ ҫул-йӗрпе тӳлевсӗр занятисем ирттереҫҫӗ. Тата унта хулана кӗмелли ҫулсем çинчи тулти рекламӑран хӑтӑлнӑ.

«Республика Башкортостан» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.  

Пермьре Уфа делегацине фасадӑсене юсама тата йытӑсене тытма вӗрентнӗ
Пермьре Уфа делегацине фасадӑсене юсама тата йытӑсене тытма вӗрентнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: