-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Раҫҫей банкӗ июлӗн 19-мӗшӗнче "Хĕрлĕ кӗнеке" серипе икӗ тенкӗ номиналпа ҫӗнӗ кӗмӗл укҫа кӑларнӑ, пӗлтерет ЦБ пресс-служби.
Укҫасем ҫине шурӑ чӗлхеллӗ кукшапуҫ чечекне (белоязычковый одуванчик), каснӑ фиалкӑпа (надрезанная фиалка), сетконоск кӑмпине (сетконоска сдвоенная) ӳкернӗ. Вӗсене тӗрлӗ тӗслӗ пичет технологийӗпе пурнӑҫланӑ. Кашнин тиражӗ — 5 пин.
"Кӑларакан укҫасем Раҫҫей Федерацийӗн территорийӗнче тӳлемелли саккунлӑ май шутланаҫҫӗ тата пур тӗсӗпе те пӗр чарусӑр тӳлевсен тӗсне номинал тӑрӑх йышӑнма тивӗҫлӗ", — палӑртнӑ банкра.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Раççей Банкĕн видеон стоп-кадрĕ.