-2 °С
Уҫҫӑнах
Пушкӑрт Республикин "Граждансене авариллӗ çурт-йĕртен 2019-2023 ҫуллӑха куҫарас енӗпе" адреслӑ программине кӗртнӗ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн, унӑн укҫа-тенкӗ пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ 1,7 миллиард тенкӗпе танлашать. Вӗсенчен 1,4 миллиард тенкӗ ЖКХ реформӑлама пулӑшмалли Фонд укҫи-тенки, 93,5 млн — республика бюджечӗн субсидине, 186,4 млн тенкӗ — муниципалитетсен укҫи-тенки.
Программа кӑтартӑвӗ 36,6 пин тӑваткал метрлӑ, 2,5 пин ҫын пурӑнакан авариллӗ 131 ҫурта çĕмĕрмелле. Вӗсене пурăнма 39 пин тӑваткал метр ҫӗнӗ ҫуртсенче пурӑнма май парӗҫ.
"Башинформ" инфоромацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа администрацийӗ.