2022 ҫулхи апрельтен пуҫласа республикӑн 1000 ытла компанийӗ ӗҫ рынокӗнчи тимлӗхе чакармалли хушма мероприятисене хутшӑннӑ. Пушкӑрт правительствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем 1,025 млрд тенкӗ субсиди илӗҫ, ку вӑл кӑҫал асӑннӑ тӗллев валли уйӑрнӑ укҫа-тенкӗ калӑпӑшӗн 50 проценчӗ.
Республикӑра пурӑнакан 16 пин ытла ҫын ӗҫ вырӑнӗсене упрама е тӳлевсӗр професси вӗрентӗвӗ илме пултарнӑ. Сӑмахран, общество ӗҫне 5,6 пин ҫынна янӑ, ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑхра ӗҫлекен 8,3 пин ҫынна ӗҫе вырнаҫма вӑхӑтлӑх ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленӗ, промышленноҫ предприятийӗсенче ӗҫлекен 2,2 пин ытла ҫын професси вӗрентӗвӗ илнĕ, вӗсенчен 900 ҫынна яхӑн хӑйӗн компетенцийӗсене ӳстернӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: ПР правительстви.