Баймак районӗнчи "Пушкӑрт лаши" фестиваль тӗрлӗ спорт тĕсĕсен спортсменӗсене, ҫав шутра мас-рестлингра ăмăртакансене пĕрлештерекен чӑн-чӑн центрӗ пулса тӑчӗ. Анголӑри Латисия Шиока республикӑри фестивале вӑй виҫме тата канма килнисен шутӗнче.
Латисия Шиока Пушкӑрт патшалӑх университечӗн тӑваттӑмӗш курсӗнче вӗренет. Хӗр вырӑсла питӗ лайӑх пӗлет. Вӑл - пулас экономист.
Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ Африкӑра çуралса ÿснĕскер, "мас-рестлинг" мӗн иккенне хаваслансах каласа пачӗ. Мас-рестлинг — якут халӑхӗн спорчӗн наци тӗсӗ. Урӑхла каласан, патака туртни.
— Паян эпир вӗренетпӗр ҫеҫ, спорт инвентарӗсене хатӗрлетпӗр, ыран вара тӳрех ӑмӑртусене тытӑнатпӑр, - тет фестиваль хӑни. — Кун пек мероприятие эпӗ пӗрремӗш хут хутшӑнатăп. Пурте питӗ килӗшет, пурте интереслӗ. Организаторсене, хуҫасене, участниксене тавтапуҫ.