Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
31 Июлӗн 2022, 14:08

"Башкорт аты" фестивальте утлӑ парад Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи тӗрлӗ регионсенчен хутшӑнакансене пуҫтарнӑ

"Башкорт аты" фестиваль шайӗнче питӗ пысӑк утлӑ парад иртнӗ.

Унта Мускавран, Пушкӑртстанран, Тутарстанран, Пермь крайӗнчен, Кабардино-Балкарирен, Калмӑкрен, Саха-Якутирен, Рязань, Оренбург тата Челябинск облаҫӗсенчен, Дагестанран, Ту Алтайӗнчен, Казахстанран тата Кыргызстанран пилӗкҫӗр юланут хутшӑннӑ.
Парада хутшӑнакансем халӑх костюмӗсемпе те, ҫар ҫулӗсен формипе те, Наполен вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ҫурҫӗрти амур тумӗсемпе те, çавӑн пекех Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ салтакӗсен - 112-мӗш пушкӑрт кавалери дивизин легендарлă боецӗсен формипе те тухнă. Юланутҫӑсем тата Минигали Шаймуратовпа Александр Доставалов ячӗллӗ доброволецсен батальонсен ялавӗсемпе те иртнĕ.

https://bv02.info/news/obshchestvo/2022-07-30/konnyy-parad-na-festivale-bashkort-aty-sobral-uchastnikov-iz-raznyh-regionov-rossii-i-zarubezhya-2892838
Сăнӳкерчӗкĕ: Валерий Шахов.

"Башкорт аты" фестивальте утлӑ парад Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи тӗрлӗ регионсенчен хутшӑнакансене пуҫтарнӑ
"Башкорт аты" фестивальте утлӑ парад Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи тӗрлӗ регионсенчен хутшӑнакансене пуҫтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Тегсем:bashhorsefest
Читайте нас: