+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкӑрт лашин фестивальне уҫнӑ чухне Калмык пуҫлӑхӗ Бату Хасиков икӗ регион хушшинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли плансем ҫинчен каласа панă.
Сӑмахран, Калмӑкпа Пушкӑрт Республикисем хушшинчи тӗрлӗ сферӑсенче темиҫе ӗҫлӗ килӗшӳ алӑ пусма палӑртнӑ.
Бату Хасиков Баймак районне тарават кĕтсе илнĕшĕн, хӑналанӑшӑн тав тунă, Пушкӑртстан Пуҫлӑхне Радий Хабирова калмӑк лашин сертификатне тыттарнă.
Радий Хабиров та хӑйӗн калмӑк ӗҫтешне пушкӑрт лашин сертификачӗ тата йӗвен парнеленӗ.
Сăнӳкерчӗкĕ: Дмитрий Фадеев.