Çутă çул
0 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
6 Августӑн 2022, 18:21

Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил

Паян Йăлпăлак ялне никĕсленĕренпе 289 çулне палăртрĕç.

Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил

Пĕрлехи вăйпа, тăрăшулăхпа çак уява хатĕрленсе ирттерчĕç. Кунта ял-йышăн та, Пишпÿлек ял совечĕн коллективĕн те, спонсорсен те тÿпи пысăк.

Йăлпăлаксене уявпа саламлама Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕн ЖКХ тата строительство тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Алексей Иванович Никитин  килсе çитнĕ.

- Йăлпăлак ялĕ вăл, пĕлетĕп, питĕ туслă та ĕçчен ял. Кунта чылай пултаруллă çынсем çуралса ÿснĕ, чылайăшĕ пурнăçра та ĕç енĕпе те пысăк çитĕнÿсем тунă. Ял çыннисем ĕçре те вăйлă та туслă. Уява нумай халăх пухăннă, кунта пурăнакансем кăна мар, çуралса ÿссе ытти вырăнта пурăнакансем те килнĕ. Çакă питĕ савăнтарать. Пурне те ырлăх-сывлăх, малалла та чечекленме, малашлăха шанса пăхма сунатăп.

Алексей Никитин Пишпÿлек район администрацийĕн ятĕнчен спонсорсене Тав çырăвĕсем пачĕ - Валерий Владимирович Кузьмина, Николай Владимирович Сергеева, Денис Геннадьевич Гаврилова, Андрей Владимирович Соколова, Игорь Сергеевич Горбунова, Венера Ильинична Александрована. Уяв йĕркелÿçисем никама та манман, ял пурнăçне хастар хутшăнакансене те, чи ватă та хисеплĕ çынсене те, тин çуралнă пепкесен ашшĕ-амăшне те, чи хатлă та тирпейлĕ кил-çурт хуçисене те парнесемпе палăртрĕç.

Уяв программине вырăсла тата чăвашла Ольга Даниловапа Марина Яковлева питĕ ăста та чунтан илсе пычĕç.

Йăлпăлаксене саламлама Ситекри "Çеçпĕл" тата "Çăлкуç юрри", Ситекпуçĕнчи "Тăванлăх" тата "Берегиня", Оренбург облаçĕнчи Кăрминчи "Светлая мечта" коллективсем килсе çитнĕ. Ялти "Çуркунне" юрă ансамблĕ те чылай концерт номерĕсемпе савăнтарчĕ. Ольга Данилова тата Алёна Мелихова юрăсем парнелерĕç. Ачасем юрă тата ташă номерĕсем хатĕрленĕ. Ял çийĕн чăваш тата вырăс юррисем янăрарĕç, ял вĕçĕнче те илтĕнетчĕ.

"Йăлпăлаксем хăнасене кĕтсе илме пĕлеççĕ, ырă та туслă çынсем кунта пурăнаççĕ", - тет Ситекпуçĕнчи культура çуртĕнчи коллектив ертÿçи Инна Никифорова.

Хăнасем валли ял клубĕнче йăлпăлаксен вăйĕпе пуян кĕреке хатĕрленĕ. Уява килнисем кашни мĕн те пулин тутлине пĕçерсе килнĕ.

"Малалла" коммерциллĕ мар обществăлла организацин председателĕ Алексей Витальевич Васильев нумай тăрăшнине пула çак ял уявĕ иртрĕ. Ăна тата унăн пулăшаканĕсене пурне те ял халăхĕ тав тăвать.

Марина ИВАНОВА.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Марина ИВАНОВА.

 

Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Тăван çĕршыв вăл - çуралнă кил
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: