

Августӑн 9-мӗшӗнче Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Раççей Геройӗ, гварди майорӗ Александр Доставалов ячӗллӗ Пушкӑрт батальонӗ пӗрлешнӗ ҫӗре ҫитсе курнӑ.
Регион ертӳҫи боецсемпе калаçнă, вӗсене ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗсене пурнӑҫлас ӗҫре ӑнӑҫусем суннӑ. Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ полигона ҫапӑҫӑва хутшӑнма кайнӑ чухне тактика занятийӗсемпе вӗренӳ-тренировкӑсенче, пенӗ çĕрте пулнă. Ҫавӑн пекех Радий Хабиров Пушкӑртстан хӗрарӑмĕсен ятĕнчен подразделенийӗсен боецӗсене талисман — авалхи пушкӑртсен çар щитне панӑ.
Унччен пӗр эрне маларах Радий Хабиров Раççей Геройӗ, генерал-майор Минигали Шаймуратов ячӗллĕ батальона та ҫавӑн пек талисмансемех панӑ.
– Эпӗ çар хатӗрленӳ мӗнле пынине, тренировка задачисене мӗнле пурнӑҫланине куртӑм. Ку питӗ килӗшӳллӗ ӗҫ. Пушкӑрт салтакӗсене яланах хисепленӗ, мухтанӑ, – палӑртрӗ Радий Хабиров. – Пирӗн задача – сирӗн ҫемьйӗрсен шанчӑклӑ тылне, хӑрушсӑрлӑхпа лӑпкӑлӑхне тивӗҫтересси. Эсир киле ҫӗнтерӳпе таврӑнасса кӗтетпӗр.
Сăмах май каласан, Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Артур Зарипов та Раççей Геройӗ, генерал-майор Минигали Шаймуратов ячӗллĕ батальонра пулнă.
https://glavarb.ru/rus/press_serv/novosti/156526.html