Халӑх сасӑлавне икĕ проект хутшӑнать: пĕрремĕш проект Илья Глазунов ячĕллĕ Раҫҫей живопись, ваяни тата зодчество академийӗнчен вӗренсе тухакансен. Иккĕмĕш проект "Греков студийӗ" Е. Вучетичӑн туса ҫитереймен проекчӗпе. Сасӑлав августӑн 23-мӗшӗнче вӗҫленет. Шӑпах ҫак кун, 1943 ҫулта, Курскри ҫапӑҫура нимӗҫ фашисчӗсен ҫарӗсене совет ҫарӗсем аркатса тӑкнӑ. Курск ҫапӑҫăвĕ 80 ҫул тултарнине халалласа асӑну комплексне йӗркелессипе РФ Президенчӗ хушнипе Раҫҫей ҫарпа истори обществи Курск облаҫӗн администрацийӗпе пӗрле ӗҫлет.
Кӑмӑла кайнӑ ӗҫшӗн çак ссылкӑпа хӑвӑн сассуна пама пулать: https://rvio.histrf.ru/
МИХ социаллă сетьри страницинчен.