Сентябрӗн 1-мӗшӗнче республикӑри шкулсенче 78 ҫӗнӗ "шаймурат класӗ" уҫӑлать. Октябрӗн 11-мӗшӗнче Совет площадӗнче халаллу чаплӑ церемони пулӗ, унта 500 ытла ача хутшӑнӗ.
Сибайри гимнази-интернатра парта хушшине ҫӗнӗ ятпа 7 "Б" вӗренекенсем лараҫҫӗ. Халӗ вӗренӳ организацийӗнче юлашки хатӗрленӳ пырать. Заказ парса ятарласа форма ҫӗленӗ, "çамрӑк шаймуратовец" кӑкӑр ҫинчи паллăсене заказ тунă, вӗренӳ программине йӗркеленĕ.
Специализациленӗ класра математикӑна, историе тата физикӑна тайлӑм тӑвӗҫ. Урок тулашĕнчи занятисенче вара 112-мӗш Пушкӑрт кавалери дивизин историне вӗренӗҫ, ухӑпа пеме, строевой хатӗрленме пуҫлӗҫ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Олег Яровиков / "Башинформ" ИА архивĕ.