

Паян, августӑн 27-мӗшӗнче, Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Стерлитамакăн истори площадӗнче иртекен "Купец 2.0" гастрономи фестивальне ҫитнӗ.
Хулан хӑйӗн сайра тӗл пулакан историйӗ пур, унӑн тымарӗсем купецпа уйрӑлми ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Савва Тетюшевран, хула никӗслевҫи - вырӑс купсинчен пуҫласа Стерлитамак купецсен центрӗ шутланнӑ, 19 ӗмӗр пуҫланнӑ тӗле кунта регион купсисен 80 проценчӗ пурӑннӑ.
Фестивале ирттермелли вырӑнта, пасар площачӗ йӑлана кӗнӗ ҫӗрте, ремесла ярмаркисем ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйӗн сайра тӗл пулакан продукцине республикӑри 130 ытла ремесленник, ҫавӑн пекех Челябинск, Самар облаҫӗсенчи тата Удмурт ҫӗрӗсенчи ремесленниксемпе паллаштараҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.