Халӗ тавар туянакана хушма пулӑшу пама, унран ӗҫ тӑвассине пӑрахӑҫлассипе хӑратакан даннӑйсем ыйтма, ҫавӑн пекех ятарласа панӑ карттӑсене каялла илме килӗшмесӗр тӑма юрамасть. Халӗ ҫавӑн пек тата ытти лару-тӑру пулса тӑнӑ чухне потребитель хирӗҫӳсемпе юридикăлла тавлашма пултарать.
2022 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Раççейре "Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен" саккунӑн 16 статйине тӳрлетӳсем вӑя кӗреҫҫӗ. ПР Роспотребнадзор управленийӗнче ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗп улшӑнусенчен пӗри - потребителе персоналлĕ даннӑйсене памасăр килӗшӳ тумасса хӑратма чарни - РФ саккунӗсемпе пӑхса хӑварман тӗслӗхсемсĕр пуçне.
"Башинформ" информацийĕпе.