Вӗсем врачсем, строительсем, ҫул-йĕр ӗҫченĕсем.
Республика управленийӗн центрӗнчи канашлура Радий Хабиров пĕр хӑрамасăр Донбаса юсама кайнисене пурне те пулӑшу пама хушнă.
Регион Пуҫлӑхӗ халӗ унта медиксем ҫӑмӑл мар условисенче ӗҫленине палӑртнӑ. Радий Фаритович пĕр эпизод ҫинчен каласа панă: пенĕ вăхăтра больницӑра пур чӳречесем те сирпӗнсе тухнă, медсестрасен путвалта пытанмалла пулнă. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн врачсенчен нихӑшӗ те пăрахса кайман - медиксем Донбасра ӗҫлеме юлнă.
Унсӑр пуҫне халӗ Пушкӑртстан çул юсаканĕсем регионти ҫулсене юсаҫҫӗ. Хабиров каланӑ тӑрӑх, унччен Донбасс ҫулӗсем ҫинче талккӑшпех шӑтӑксем пулнӑ. Ҫавӑн пекех пирӗн строительсем Петровский хулинче пӗрремӗш ача-пăча площадки туса лартнă.
"МГ" информацийĕпе.