+26 °С
Пӗлӗтлӗ
#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинăн указӗпе Пушкӑртстанри Аскин районӗнчи икӗ ҫар ҫыннине патшалӑх медалӗсемпе наградӑланӑ.
Сӑмахран, Петропавловка ялӗнчен тухнӑ Данил Болкисев Украинӑри спецопераци шайӗнче палӑрнӑ паттӑрлӑхпа хăюлăхшӑн Жуков медальне тивӗҫнӗ. Халӗ вӑл Хусанти танк училищинче вӗренет.
Чишма-Уракаево ялӗнче ҫуралса ӳснӗ кӗҫӗн сержанта Ильдар Ибрагимова Тӑван Ҫӗршыва тата РФ патшалӑх интересӗсене ҫапӑҫусенче хӳтӗлессинчи паттӑрлӑхшăн Суворов медалĕпе паллӑ тунӑ. Реабилитаци вӗҫленнӗ хыҫҫӑн 15 ҫул çарта служит тунă боец каллех СВО зонине каять.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: Уфа мэрийĕ.