Çутă çул
+1 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
14 Сентябрӗн 2022, 20:21

Пушкӑртстанра ҫулсене аркатассипе кӗрешме трассăсен виçе тӗрӗслевне вӑйлăлатаҫҫӗ

Комплекссем ӗҫленӗ хушӑра 1,8 пин акт çырнă.

Пушкӑртстанра ҫулсене аркатассипе кӗрешме трассăсен виçе тӗрӗслевне вӑйлăлатаҫҫӗ
Пушкӑртстанра ҫулсене аркатассипе кӗрешме трассăсен виçе тӗрӗслевне вӑйлăлатаҫҫӗ


Республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Александр Булушев Пушкӑртстанри ҫулсем ҫинче пӗтӗмпе 13 автоматла тараса пункчĕ лартасси ҫинчен каласа панă. Сентябрӗн 13-мӗшӗ тĕлне ҫавӑн пек 11 комплекс ӗҫлет. Сентябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа тата иккĕшĕ ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ.
"Ытлашши йывăр машинасем иртни — ҫул-йӗре аркатнин сӑлтавӗсенчен пӗри. 2022 ҫулхи июнĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа йывӑр тавар тӗрӗслевӗн системи тест режимӗнче йĕркене пӑснисем ҫинчен актсене куҫарма куҫнӑ, - пӗлтернĕ Александр Булушев. — Эпир комплекссене ҫавӑрӑнса кайма май ан пултӑр тесе вырнаҫтарма тӑрӑшрӑмӑр. Комплекссем ӗҫленӗ хушӑра 1,8 пин акт çырнă. Анчах кун пек участоксем урлӑ каҫнӑ чухне хӑш-пӗр водительсем автомобильсен номер паллисене хуплаҫҫӗ".
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: уçă çăлкуçран.

 

Пушкӑртстанра ҫулсене аркатассипе кӗрешме трассăсен виçе тӗрӗслевне вӑйлăлатаҫҫӗ
Пушкӑртстанра ҫулсене аркатассипе кӗрешме трассăсен виçе тӗрӗслевне вӑйлăлатаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: