Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Сентябрӗн 2022, 13:42

Çанталăк пĕр эрне ăшă тăрать

Халӑх календарӗнче паян Михала кунӗ.  

Çанталăк пĕр эрне ăшă тăрать
Çанталăк пĕр эрне ăшă тăрать

Халӑх календарӗнче паян Михала кунӗ.

Православи календарӗнче паян Михаил архангел уявӗ. "Архангел" тени "аслӑ посланник" тенине пӗлтерет. Михаил архангел патне тӗрлӗ чир-чӗртен сываласси ҫинчен кӗлтума пынӑ.
Ҫак кун ҫанталӑка сӑнамалла. Малтанхи сивӗсем пуҫланаҫҫӗ. "Михаил шӑнтса лартрӗ", - теҫҫӗ ҫынсем. Михала сиввисем хыҫҫӑн йывӑҫсем ҫине пас тытнӑ пулсан, хӗлле юр нумай кӗтмелле пулнӑ. Ӑвӑс ҫулҫисем епле ӳкнине сӑнаҫҫӗ: "пичӗпе" ҫӳлелле — сивӗ хӗл еннелле, "тӳнтер еннелле" — ӑшӑ еннелле.

Ку эрнере çанталăк ăшă тăмалла. Кăнтăрла 23-26 градус таран ăшă, каçхине - 12 градус. Çумăр çумасть.

Çанталăк пĕр эрне ăшă тăрать
Çанталăк пĕр эрне ăшă тăрать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: