Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
19 Сентябрӗн 2022, 14:03

Пушкăртстан Пуçлăхĕ районсенче лартакан аллейӑсен сăнÿкерчĕкĕсемпе отчет тума хушнӑ

"Кирлӗ-кирлӗ марпа ан аппаланӑр" — Радий Хабиров районсен пуҫлӑхӗсене йывӑҫсене тӗплӗнрех суйлама хушнă.  

Республика пуҫлӑхӗ ЦУРта оперативлӑ канашлура администрацисен ертӳҫисене "Ешĕл Пушкӑртстан" акци валли йывӑҫсене тӗплӗнрех суйлама ыйтнӑ. Аса илтеретпӗр, вӑл сентябрӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа октябрӗн 8-мӗшӗччен регионта иртӗ.

"Кирлӗ-кирлĕ марпа ан аппаланӑр, пӗчӗк хунавсене, метр таран ан лартӑр. Пустуй ӗҫ. Вӗсем ӳсмеҫҫӗ, юрпа хуҫӑлаҫҫӗ. Эсир ҫынсене явӑҫтаратӑр, анчах усси ҫук. Сахалтарах лартӑр, анчах лайӑхрах", — тенӗ Радий Хабиров.

Вӑл Уфапа тата Нефтекамскпа танлашма сӗнчӗ, унта пысӑк хунавсене ытларах хисеплеҫҫӗ. Пушкӑрт пуҫлӑхӗ акцие вӗҫленӗ хыҫҫӑн ун валли хуласемпе райцентрсенче лартакан аллейӑсен фотографийӗсемпе отчет тума хушнӑ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлек ял Совечĕн ВК страницинчен.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ районсенче лартакан аллейӑсен сăнÿкерчĕкĕсемпе отчет тума хушнӑ
Пушкăртстан Пуçлăхĕ районсенче лартакан аллейӑсен сăнÿкерчĕкĕсемпе отчет тума хушнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: