Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
22 Сентябрӗн 2022, 19:52

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра пурӑнакансене уйрӑм мобилизаци пирки каланă

Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ уйрӑм мобилизаципе ҫыхӑннӑ май халӑхсемпе тухса калаçнă.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра пурӑнакансене уйрӑм мобилизаци пирки каланă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра пурӑнакансене уйрӑм мобилизаци пирки каланă

Паян Уфара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ улттӑмӗш созыври Патшалӑх Пухӑвӗн - Курултайӑн 46-мӗш ларӑвне хутшӑннӑ. Радий Хабиров Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин пӗлтернӗ уйрӑм мобилизаципе ҫыхӑннӑ май халӑхсемпе тухса калаçнă.
– Хаклӑ ентешсем! Эпир ансат мар вӑхӑтра, тӗрӗссипе каласан, татăклă хуҫӑлу тапхӑрӗнче пурӑнатпӑр. Пирӗн ҫӗршыв ҫине, пирӗн ҫине пурсӑмӑр ҫине те тул енчен темӗн чухлӗ пусӑм пырать.
Анчах эпир сирӗнпе ҫирӗп тытатпӑр, мӗншӗн тесен Владимир Владимирович Путин Раççейĕн тӗнчери ӗлӗкхи тивӗҫлӗхпе авторитетне каялла тавӑрать. Ҫар, экономика хӑватне ӳстерет. Каллех чӑн-чӑн вӑйлӑ держава пулса тӑрать, нумай полярлӑ тӗнчене ҫирӗп хӳтӗлет. Ҫакӑн пек Раççей тӑшмансене хӑратать, вӗсен хаярлӑхне ҫуратать. Вӗсем вара пирӗн пӗтӗм çĕршывра хӑравҫӑлӑхпа пӑтрашу вăрлăхне акма пикенеҫҫӗ. Вӗсен тӗллевӗ - вӑйсӑрлатасси, аркатса тӑкасси, юлашкинчен пирӗн ҫӗршыва пӗтересси.
Раççей, хисеплӗ тусӑмсем – ку эпир сирӗнпе, вырӑссем, пушкӑртсем, тутарсем, марисем, удмуртсем, чӑвашсем тата нумай ӗмӗр хушши килӗштерсе, мирлĕ пурӑнакан ҫӗр ытла халӑх. Эпир пӗрле савӑнӑҫпа ҫухатусене пайлаççĕ, пӗрле Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме тӑраҫҫӗ, - тенӗ Радий Хабиров.
Радий Хабиров мобилизацилесси ҫинчен йышӑнни пур арҫынсене те мар, çар опычĕ, ҫарпа учет специальноҫӗ тата ҫирӗп сывлӑх пур запасра тӑракансене кăна тивни ҫинчен аса илтернӗ.
Пирӗн салтаксене тата ятарлӑ ҫар операцийӗн задачисене пурнӑҫлама тытӑнакансене каласшӑн. Эпир яланах сирӗнпе! Чӗрӗ те сывӑ таврӑнӑр!
Пирӗн ӗҫ – тӗрӗс ӗҫ! Ҫӗнтерӳ пирте пулать! – вĕçленĕ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра пурӑнакансене уйрӑм мобилизаци пирки каланă
Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров республикӑра пурӑнакансене уйрӑм мобилизаци пирки каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: