Пушкӑртстанран доброволецсем мӗнле спецтÿлев илни паллӑ пулчӗ. Информацие «Объясняем. Башкортостан» портал страницисенче пичетлесе кӑларнӑ.
Украина территорине СВОна хутшӑнма кайнӑ доброволецсем федераци бюджетӗнчен илеҫҫӗ:
— 8 пин тенкӗ — активлӑ ӗҫсем туса пынӑшӑн кашни кун;
— 220 пин тенкӗ — ĕç укçи (шалу);
— 3,29 млн тенкӗ — йывӑр амансан страховани тӳлевӗсем;
— 3,07 млн тенкӗ — ҫӑмӑл амансан;
— 12,4 млн тенкӗ — вилнĕ хушăра ҫемье членӗсене пӗр хутчен тата уйӑхсерен укҫа компенсации;
Пушкӑртстанра регистрациленӗ доброволецсене регионти тӳлевсем палӑртнӑ:
— талӑкне 2 пин тенкӗ — контракт ҫине алӑ пуснӑранпа кашни боеца талӑкри укҫа, ăçта пулнине пăхмасăр;
— кашнинех 200 пин тенкӗ — контракта алӑ пуснӑ кунран пуҫласа 90 кун иртнӗ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтлӑх пулӑшу.
Çăлкуçĕ: «Башинформ».