+24 °С
Ҫумӑр


Уйрӑммӑн мобилизацилемелли повесткӑсем военкомат представителӗсем ҫеҫ мар илсе килме пултараҫҫӗ. Сборпунктсем ҫитменнипе ЖЭУ, домоуправленин, учительсен, почтальонсен ӗҫченӗсене килсемпе хваттерсене пӗлтерӳсем валеҫме явӑҫтарнӑ. Анчах документа призывник аллине памалла, — ӑнлантарчӗ брифинг пынӑ май республикӑри ҫар комиссарӗ Михаил Блажевич.
Ҫавӑн пекех вӑл виҫӗ уйӑх ытлана ӗҫе е вӗренме каякан арҫынсен хӑйсем пурӑнакан вырӑна ҫар учетне тӑмаллине аса илтерчӗ.
Çăлкуçĕ: «Башинформ».
Сăнÿкерчĕкĕ: Олег Яровиков.