Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общество
4 Октябрӗн 2022, 20:04

Раҫҫейре 2023 ҫулта больничнăй виҫи пысӑкланать

Пособие шутлама вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пултарайман вăхăт пуҫланас умӗнхи икӗ календарьлӗ ҫул хушшинче ӗҫлесе илнине шута илеҫҫӗ.

Раҫҫейре 2023 ҫулта больничнăй виҫи пысӑкланать
Раҫҫейре 2023 ҫулта больничнăй виҫи пысӑкланать


Раҫҫейре больничнăй виҫи 2023 ҫулта пысӑкланать. Ҫав хушӑрах вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пултарайман пособи виҫи работникăн страхлав стажӗ вӑрӑмланнинчен килет. Кун пирки Раҫҫей Ĕҫ министерстви "ВКонтакте" хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Ҫитес ҫул пособин чи пысӑк сумми страхлав стажӗ саккăр тата ытларах ҫул пулсан уйӑхра 83 204 тенкӗ пулать, уйӑхра 66 564 тенкӗ страхлав стажӗ пилĕк ҫултан пуҫласа 8 ҫулччен тата уйӑхра 49 923 тенкӗ страхлав стажӗ пилĕк ҫулччен пулсан.
Пособие шутлама вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пултарайман вăхăт пуҫланас умӗнхи икӗ календарьлӗ ҫул хушшинче ӗҫлесе илнине шута илеҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" ИА архивӗ.

Раҫҫейре 2023 ҫулта больничнăй виҫи пысӑкланать
Раҫҫейре 2023 ҫулта больничнăй виҫи пысӑкланать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: