Сентябрь вӗҫӗнче уйрӑм мобилизаци шайӗнче чӗнсе илнӗ Пушкӑртстан çыннисем пилӗк хулара çар слаживанийĕ иртме тытӑннӑ. Октябрӗн пирвайхи кунӗсенче кадр офицерĕсем мобилизациленисемпе теори занятийӗсем ирттереҫҫӗ, ҫывӑх вӑхӑтра вӗсем практика тренировкисем тума тата çар задачисене пурнӑҫлама тытӑнаҫҫӗ. Пушкӑртстан воинӗсем хӑйсен дислокацийӗ вырӑнӗнче пулнӑ пирвайхи кунсем мӗнле пыни ҫинчен "Башинформ" информагентство журналистне Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗн ҫар ҫыннисемпе ҫыхӑну ыйтӑвӗсемпе канашҫисем каласа панӑ.
— Ҫар валли тыл сахал мар вырăн йышăнать, — палӑртнă Саратов облаҫӗнчи Рафаэль Сатаев. Кунта Пушкӑртстанран мобилизациленисем пурлӑхпа техника тивӗҫтерӗвӗн ҫар академийӗнче вӗренеҫҫӗ.
"Пиртен Раҫҫейӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсене пурлӑхпа техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтерекен специалистсене, урӑхла каласан, тыл службинче пулакансене — поварсене, мунчаçăсене — хатӗрлеҫҫӗ. Механик-водителе вӗренекенсем те пур. Эпӗ хам повара вӗренетӗп. Стрелковӑй хӗҫпӑшал паман-ха, анчах полигонра пултăмăр. Тӗпрен илсен, академи класӗсенче вӗренӳ пырать", — каласа панă "Башинформ" информагентствӑпа калаҫакан.
«Башинформ» информацийĕпе.
Сăнÿкерчĕкĕ: Замир Янтурин.