Çутă çул
+4 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Общество
7 Октябрӗн 2022, 19:37

Уйрӑм мобилизаципе чӗннисем валли пулӑшу пухакан штаб йĕркеленĕ

Районта "Пурне те Çӗнтерӳ валли" уйрӑм мобилизаципе чӗннисем валли пулӑшу пухакан штаб ӗҫлеме пуҫланă.

Уйрӑм мобилизаци пĕлтернĕренпе шутлӑ кунсем иртнĕ, анчах районти хастар ҫынсем районта ҫуралса ӳснӗ ҫынсен пурнӑҫ йӗркине йӗркелес тӗлӗшпе ыйтусене татса парас тесе хӑйсен вӑйӗсене пӗрлештернĕ. Пуҫарӑва "Валерия" медцентр директорӗ Алевтина Васильева предприниматель пуҫарнă.
— Эпир предпринимательсен пӗрлӗхӗпе чĕнÿ ятăмăр та ҫавӑнтах пӗр шухӑшлӑ ҫынсенчен хурав илтӗмӗр. Предпринимательсенчен укҫа-тенкӗ пухма карттă номерне пӗлтертĕмĕр, каярахпа район ҫыннисем те укҫа-тенке çав карттă çине куçарма пултарчĕç. Кам мӗн чухлӗ параять, ҫавӑн чухлӗ парать, укҫа-тенке ялӗ-ялӗпе пухнисем те пулчĕç. Кӳршӗ районсенче пурӑнакансем те пулăшу пачӗҫ, пире Давлеканран, Раевкăран, Приютовӑран укҫа-тенкӗ ячĕç. Пирӗн пӗр шухӑшлӑ ҫынсем чӗнсе илнӗ кашни ҫын валли кирлӗ оборудовани туянчĕç. Медикаментсем, кирлӗ япаласем, транспорт уйӑракан предпринимательсем те тупӑнчӗҫ. Тулли тиенӗ пӗрремӗш "Газель" автомобиль иртнӗ шӑматкун слаживани вырӑнӗсене кайрӗ. Ҫитес çакнашкал пулăшăва ҫак эрнере яма планлатпӑр, - каласа панă Алевтина.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов районтан уйрăм мобилизаципе кайнисен çар слаживани вырӑнӗсене кайса килнĕ. Вӑл уйрӑм мобилизаци вӑхӑтӗнче чӗнсе илнӗ ачасемпе тĕл пулнă, районта пурӑнакансемпе предпринимательсенчен посылкӑсене панӑ.
Уйрăм мобилизациленнисене валли пулăшу пуҫтарасси малалла пырать. Финанс пулӑшӑвне 2202 2018 6439 2788 картта номерӗ ҫине "Фронт валли!" паллăпа куçарма пулать. Мобилизациленӗ тӑвансене "Валерия" медцентрта 9.00 пуҫласа 17.00 таран, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, посылкӑсем пама юрать. Чи малтан кирлӗ япаласене йышӑнаҫҫӗ. Çак номерпе ыйтса пĕлме юрать 89373515102 .
Сергей ИВАНОВ,
район администрацийӗн информаципе аналитика пайӗн начальникӗ.

Уйрӑм мобилизаципе чӗннисем валли пулӑшу пухакан штаб йĕркеленĕ
Уйрӑм мобилизаципе чӗннисем валли пулӑшу пухакан штаб йĕркеленĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: