Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Общество
10 Октябрӗн 2022, 15:27

Путин Раҫҫей прокуратурин штат йышне ӳстернӗ

#владимирпутин

Путин Раҫҫей прокуратурин штат йышне ӳстернӗПутин Раҫҫей прокуратурин штат йышне ӳстернӗ
Путин Раҫҫей прокуратурин штат йышне ӳстернӗ

#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин прокуратурӑн штат йышне 150 ҫынна яхӑн ӳстернӗ — халӗ ҫӗршывра надзор ведомствин 51 410 сотрудникӗ. Кун пирки патшалӑх Пуҫлӑхӗн право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетленнӗ указӗнче каланӑ.
Прокуратура штатӗнче ҫар прокуратурин 3 201 ӗҫченӗ, вӗсенчен 2 162 ҫын ҫар ҫынни шутланать. Вӗсен шучӗ, Президент указӗпе килӗшӳллӗн, 91 единицӑна ҫитет.
Сентябрӗн 29-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин уйрӑм мобилизаци шайӗнче ӗҫлекен призыв комиссийӗсен йышне прокуратура сотрудникӗсене кӗртни ҫинчен пӗлтернӗ.
Сентябрӗн 21-мӗшӗнче вӑл ҫӗршывра уйрӑм мобилизацилеме пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чаҫе ӑсатас умӗн ҫар службине чӗннисем ҫар хатӗрлевне хушма ирттерĕç.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Путин Раҫҫей прокуратурин штат йышне ӳстернӗ
Путин Раҫҫей прокуратурин штат йышне ӳстернӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас