Украинӑри ҫар управленийӗпе энергетика объекчӗсене пемелли тӗллеве пурнӑҫланӑ, пӗлтернӗ Раҫҫей Оборона министерствинче.
Маларах пӗлтернӗ тӑрӑх, Киевра, Запорожье Николаевский, Винница, Ровно, Днепропетровский тата Одесса облаҫĕсенче взрывсем кӗрлесе кайнӑ. Украинӑн тӗп хулинче электроэнергин инфратытӑм объекчӗсем сиенленнине пула электроэнергине сехетпе кăна хускатаççĕ. Ҫавӑн пекех ҫӗршывра ҫуррине яхӑн поездсем тытӑнса тӑраҫҫӗ.
Темиҫе регионта электроснабжени пӗтнӗ. Сӑмахран, Львов мэрĕ Андрей Садовой хулан 30 процентне яхӑн Раҫҫей ҫарӗсем пенĕ хыҫҫӑн ҫутӑсӑр тӑрса юлни ҫинчен пӗлтернӗ. Унта тата мобиллĕ ҫыхӑнупа пăтăрмахсем пулнине сӑнаҫҫӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.
Сăнӳкерчӗкĕ: социаллă сетьсем.