Пушкӑртстанри виҫӗ ял тӑрӑхне Пӗтӗм Раҫҫейри "Чи лайӑх муниципалитет практики" конкурс ҫӗнтерӳҫисем тесе йышӑннӑ, пӗлтернӗ социаллă сетьри хӑйӗн страницисенче республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров.
Сӑмах Мещегарово, Зилаир тата Никола-Березовка ял советӗнче ӗҫлени ҫинчен пырать. Вӗсем "Муниципалитет пӗрлӗхӗсенче пурӑнакансемпе тухӑҫлӑ ҫыхӑну тытассине тивӗҫтересси, территорири обществӑлла хӑй тытӑмлӑха аталантарасси", "Хула строительствин политики, халӑхӑн пурнӑҫ-хӗлӗн лайӑх хутлӑхне тивӗҫтересси тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑха аталантарасси" тата "Нацисем хушшинчи тăнăçлăха çирӗплетесси" номинацисенче чи лайӑххисем пулса тӑнă.
Радий Хабиров каланӑ тӑрӑх, лауреатсем малалла аталанма 18 млн тенкӗ илӗҫ. Тепӗр ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх кунӗнче наградӑламалли церемони иртĕ.
"Конкурсра мӗнпурӗ пилӗк номинаци, вĕсене хутшăнма 1200 заявка панă. Пирӗн республикӑн лайӑх та тивӗҫлӗ результачӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене саламлатӑп!",- палӑртнă Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.
"Башинформ" информацийĕпе.