Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ ЦУРти правительствӑн оперативлӑ канашлӑвӗнче паян, октябрӗн 17-мӗшӗнче, чи сивӗ хӗле кӗтни ҫинчен пӗлтернӗ.
"Паллах, паллă сӑлтавсене пула, тӳррипех калатӑп сире, ҫак хӗл тӗнчери чи сивӗ хӗл пуласса кӗтетӗп. Эпир чӑтӑпӑр!"- тенӗ Радий Хабиров.
Республикӑра пурӑнакансемшӗн хӗл хӑтлӑ ирттӗр тесе, Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ ЖКХ министерствипе ытти профиль ведомствисене ытлашши хутнине сӑнама тата ӗҫ режимӗнче ӑшӑ памалли ыйтусене татса пама хушнӑ. Ун шучӗпе, "хӗллехи" штаб йĕркелеме кирлӗ мар.
"Эпир хӗле кӗретпӗр. Вӑл мӗнлине пӗлместпӗр-ха. Пирӗн хӗл Европӑри хӗлтен лайӑхрах пулассине ҫеҫ пӗлетӗп", - тенӗ Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ.
«Башинформ» информацийĕпе.