Çутă çул
+24 °С
Ҫумӑр
Общество
20 Октябрӗн 2022, 04:25

Тимофей Азаров: «Мобилизациленисен ĕç укçи 195 пин тенкĕ пулни – тыла тивĕçтермелли паллă утăм»

Çакă рядовойсене тÿлемелли чи пӗчӗк сумма. Сержантсемпе офицерсем ытларах илеҫҫӗ.

Тимофей Азаров: «Мобилизациленисен ĕç укçи 195 пин тенкĕ пулни – тыла тивĕçтермелли паллă утăм»Тимофей Азаров: «Мобилизациленисен ĕç укçи 195 пин тенкĕ пулни – тыла тивĕçтермелли паллă утăм»
Тимофей Азаров: «Мобилизациленисен ĕç укçи 195 пин тенкĕ пулни – тыла тивĕçтермелли паллă утăм»

"Пирӗн патшалӑх пуҫлӑхӗ Владимир Путин сентябрьте пӗлтернӗ уйрӑм мобилизаци шайӗнче хӗҫпӑшалланнӑ ҫар ҫыннисен чи пӗчӗк тÿлев виҫи, уйӑхне 195 пин тенкӗ – вӗсене тата вӗсен ҫемйисене мӗн кирлипе тивӗҫтерес тӗлӗшпе пысӑк утӑм,— каласа панӑ "Башинформ" агентствăна генерал-майор Тимофей Азаров. – Чечняри икӗ кампанине те, Сирие илес пулсан, унта ун пек тӳлев пулман. Ку вӑл патшалăх Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлес ӗҫе хутшӑнакансем тата вӗсен тылра юлакан ҫемйисем ҫинчен чӑнласах шухӑшлани ҫинчен калать. Ҫакӑн пек утӑм пирӗн боецсене, хӑйсен ҫемйисене тивӗҫтерессишӗн пӑшӑрханмасӑр, лартнӑ задачӑсене пурне те шанчӑклӑн пурнӑҫлама май парать.

195 пин тенкĕ — рядовойсене тÿлемелли чи пӗчӗк сумма. Сержантсемпе офицерсем ытларах илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫар ҫыннисен службӑна уйрӑм условисенче тата ҫапӑҫусене хутшӑннишӗн тивӗҫлӗ тӳлевсем пурте пулаҫҫӗ.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Тимофей Азаров: «Мобилизациленисен ĕç укçи 195 пин тенкĕ пулни – тыла тивĕçтермелли паллă утăм»
Тимофей Азаров: «Мобилизациленисен ĕç укçи 195 пин тенкĕ пулни – тыла тивĕçтермелли паллă утăм»
Автор:Марина Иванова
Читайте нас